Çăмламас туслă пулас тесен фестивале васкăр
Пелепей хулинчи «Старогородецкий» паркра октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Киле таврăнмалли иккĕмĕш шанăç» («Второй шанс – дорога домой») фестиваль иртет. Ăна тăватă ураллă çăмламас туссене халалланă.
Фестиваль вăхăтĕнче приютри килсĕр чĕрчунсемпе паллашма май пур . Çавăн пекех кунта «Мана киле илсе кай» акци иртмелле. Çак акцие хутшăнса эсир çемье валли çĕне тус тупма пултаратăр.
Программăна «Ыркăмăллăх коробки» акци те кĕртнĕ – эсир чĕр чунсем валли кирлĕ япаласем илсе килме пултаратăр. Кунтах хулари «Урал Батыр» наци культурисен керменĕнчи артистсен пултарулăхĕпе паллашма пулать. Аквагрим вырăнĕсем йĕркелĕç, ал ĕç ăстисен ярмăркки ĕçлĕ, спонсорсем хатĕрленĕ парнесене выляттарĕç.
«Ыркăмăллăх хăвăнтан пуçланать, çут тĕнчене хитререх те ырăрах тăвас тесен фестивале хутшăнма йыхравлатпăр», - теççĕ уява йĕркелекенсем.
0+