Чувашская газета "Урал сасси"


Гео и язык канала: Россия, Татарский
Категория: Новости и СМИ


Республиканская общественно-политическая газета на чувашском языке, издающаяся в Башкортостане.

Связанные каналы

Гео и язык канала
Россия, Татарский
Категория
Новости и СМИ
Статистика

СВО паттăрĕсене халалланă палăк хатĕр!
Пелепей хулинчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă мемориаллă комплексра ятарлă çар операцин паттăрĕсен ячĕпе хăпартнă палăка туса пĕтернĕ.
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче «Гранекс» ООО ĕçченĕсем палăк кăшкарĕ çине мрамор плитасем вырнаçтарнă.
Астутаратпăр, палăка ларас шухăша Пелепей районĕнчи ветерансен канашĕ (ертÿçи – Александр Буйлов) хускатнă. Муниципаллă район администрацийĕ, халăх, обществăлла çар пĕрлешĕвĕсем, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсем, СВОна хутшăннă салтаксен çемйисем пулăшнипе кирлĕ таран укçа-тенкĕ пухма пултарнă.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытасси пирĕн чĕресенче упранмалла, халăх вăйĕпе лартнă палăк çакна çирĕплетет те. Халĕ палăк лартассипе ĕçлекен организаци юлашки ĕçсене вĕçлесе пырать. Ăна официаллă уçасси пирки каярах пĕлтерĕпĕр.


Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!

 Шкула, юратнă вĕрентекенĕмĕрсене аса илмен çын çук та пулĕ. Паян сире чаплă çын, пултаруллă учитель çинчен каласа парасшăн. Ял урамĕ тăрăх лутра пÿллĕ, пичĕ çинче йăл кулă палăракан хĕрарăм утать. Ку вăл – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Василя Михайлова. Ăна пурте пĕлеççĕ, паллаççĕ, пуç таяççĕ, сывлăх сунаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕр ăрăва кăна мар пĕлÿ панă. Василя Галиулловна – пултаруллă вĕрентекен, ырă та уçă кăмăллă çын, шанчăклă тус, алă ăсти. Вăл çĕлет, çыхать, тутлă апат пĕçерет.

 Василя Галиулловна кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Ăна чылай çул каялла шкултан вĕренсе тухнисем те манмаççĕ, юратнă вĕрентекенĕ патне чечексемпе, парнесемпе килеççĕ. Вăл хăй те парне тума юратать, унăн яланах кашнин валли ăшă та ырă сăмах тупăнать. Чăн-чăн педагог çеç кирлĕ сĕнÿсем пама пултарать. Вăтăр икĕ çул хушши Тимеш ял шкулĕнче математика предметне вĕрентрĕ.

– Вăл юратнă актриса евĕрччĕ. Тен, мана çапла туйăннă пулĕ. Пирĕн класс тин çеç педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк математика вĕрентекенне йышăнчĕ. Ун патĕнче вĕренме тÿр килнисене пурне те ăнăçрĕ. Пирĕн шкула вара – икĕ хутчен. Шкултан вĕренсе тухни нумай çул иртрĕ пулин те час-часах тăван шкулта ирттернĕ вăхăтсене аса илетĕп. Кÿренÿсем, сивĕ сăмахсем, ăнланманлăхсем аса килмеççĕ. Эпир шкул программинчи предметсене çеç вĕренмен, этемлĕхĕн ĕмĕрхи хаклăхĕсене (туслăх, шанчăклăх, пĕр-пĕрне пулăшасси) ăша хывса ÿснĕ, – аса илет Василя Галиулловнан вĕренекенĕсенчен пĕри.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/


А ваш ребёнок знает, что делать, если начался пожар, а он дома один?

Потренируйтесь вместе, чтобы в экстренной ситуации он действовал быстро, правильно и уверенно.

1️⃣ Не прячься под кроватью, в шкафу или других укромных местах – там быстро скапливается дым.
2️⃣ Закрой нос и рот платком.
3️⃣ Сразу выходи из дома, не закрывай дверь на ключ.
4️⃣ Если загорелась одежда – падай на пол и катайся, чтобы сбить пламя.
5️⃣ Не пользуйся лифтом – спускайся по лестнице.
6️⃣ После того, как окажешься в безопасности, звони 112.

Важно!

Чтобы понять, можно ли выходить из комнаты, приложи к двери тыльную сторону ладони. Если горячо – не открывай. Если выбраться не получается, нужно плотно закрыть дверь, заткнуть щели влажной тканью, подойти к окну и звать на помощь.

Эти простые правила могут спасти жизнь. А начать стоит с одного спокойного разговора – без пугающих интонаций, просто как инструкцию на всякий случай.

Смотрите также:

Как пользоваться обогревателем без риска – показываем в новом выпуске проекта «Объясняем. Башкортостан».

Благодарим специалистов Госкомитета Республики Башкортостан по чрезвычайным ситуациям за помощь в подготовке рекомендаций.


Пушкăртстан премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан хреснатте пулса тăнă
 
ПР правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене хальхи вăхăтра Александр Шельдяев пурнăçлать.
 
«Манăн пурнăçра паян çутă та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ – эпĕ хреснатте пулса тăтăм.  Маншăн çакă пысăк яваплăх, çавăн пекех пысăк савăнăç та. Хĕресне хĕрпе юнашар пулма, ăна пулăшма тата унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма  питĕ те кăмăллă.  Унăн пурнăçĕ юратупа, ырă çынсемпе, хавас кулăпа тата телейлĕ самантсемпе  тулли пултăр! Пурне те тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп! », - тесе çырнă Макс каналта Александр Шельдяев.


В Уфе для ученых российских регионов представили экскурсии научно-популярного туризма по двум направлениям: научно-техническому и биолого-медицинскому. Исследователи познакомились с научным и туристическим потенциалом Башкортостана в рамках Международной школы-конференции «UUST Nanomaterials Days». Мероприятие соответствует инициативе «Научно-популярный туризм» направления Десятилетие науки и технологий.

– Отрадно видеть, как научно-популярный тризм Башкортостана интересует ученых и гостей из других регионов. Сейчас в республике действуют 9 основных экскурсий по разным направлениям от гуманитарного до физико-математического. А в текущем году Евразийский НОЦ запустил два новых маршрута. Один является межрегиональным, который включает Нижний Новгород и Новосибирск, второй международный. Мы рады рассказать о своих лучших практиках, - отметил директор АНО «УК НОЦ РБ» Андрей Кулаков.

Ученые разделились на две группы и прошли экскурсии от лабораторий в Межвузовском студенческом кампусе Евразийского НОЦ до предприятий и медицинских учреждений.

Подробнее - ursassi.ru/


Çамрăк каччă пиччĕшĕ пекех БПЛА операторĕ пулас тенĕ

 
Ĕпхÿри «Хÿтĕлевçĕ» («Защитник») центрĕнче кашни кун темиçе çын пилотсăр системăсен çарне службăна тăрас тесе психологи тестчĕ иртет. Вун сакăр çултан иртнисем çĕнĕ профессие алла илес тесе РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пусаççĕ. Паян çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă çамрăк каччă çинчен каласа парасшăн.

 Мелеуз районĕнчи Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергейăн ашшĕ Авдеевкăри «БАРС» подразденире ятарлă çар операцинче хĕсметре тăрать. Иртнĕ çуркунне салтак атти тăхăннă пиччĕшĕ БПЛА çар ретне тăма контракт алă пуснă, халĕ Луганскра пилотсăр системăсен операторĕ пулса тăшманпа кĕрешет. Вăл темиçе хутчен тăван килне отпуска килсе кайнă, пилотсăр вĕçев аппарачĕсене пуçтарни, тăшман дронĕсене персе ÿкерни çинчен каласа панă. Сергейăн куккăшĕ те ятарлă çар операцине хутшăннă, 2023 çулта ăна суранĕсене пула çар службине юрăхсăр тесе килне янă.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/


Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă
 
ПР Транспорт министерстви Абзелил тата Белорецк районĕсенчи пĕр çула хупни çинчен пĕлтернĕ.
 
«Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирхи 08.15 сехетрен пуçласа çанталăк условийĕсем начарланнине пула (юрпа çумăр çăвать, çул пăрлакланнă, умри çул курăнмасть) Абзелил тата Белорецк районĕсенчи Çтерлĕ – Белорецк – Магнитгорск çул çинче (Белорецкпа Муракаево хушшинчи çул пайĕ) мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă»,- тесе хыпарланă республикăри Транспорт министерствинче.
 
Асăннă çула хăçан  уçасси пирки каярах пĕлтерĕç.
 
 Васкавлă пулăшу службин телефонĕ – 112.


Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ

Сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи ача сачĕн алăкĕсем çĕнĕрен уçăлчĕç. Тĕпрен юсанă хыççăн вăл анлă та хăтлă курăнать, çутă та ăшă тĕссем куçа илĕртеççĕ. 

Ача сачĕн чÿречисене, тăррине улăштарнă, мал енне çĕнетнĕ, ăшне тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне çурт çумĕнчи территорине асфальт сарма пысăк укçа уйăрнă, резина сийлĕ ача-пăча вылямалли лаптăк тунă. Кухня оборудованине, пир-авăра пĕтĕмпех çĕннипе улăштарнă, сĕтел-пукана та çĕнетнĕ. Вĕрентÿ процесне кирлĕ шайра йĕркелеме оргтехника, тĕрлĕ сĕтел çи тата ăс-тăна аталантармалли вăйăсем туяннă.

Ырă кăмăллă спонсорсем пулăшнипе ача сачĕ юмахри çурта аса илтерет. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов уçрĕ. Вăл хăнасене, мероприятие килнисене саламларĕ, ача садне юсаса çĕнетме нумай вăй-хал, укçа-тенкĕ хывнă спонсорсене, «Башнефть» компание тав турĕ, ку çитĕнекен ăрушăн хывнă пысăк тÿпе пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне подрядчиксене, ĕçченсене, ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ.  

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/


Çăмламас туслă пулас тесен фестивале васкăр
 
Пелепей хулинчи «Старогородецкий» паркра  октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче  «Киле таврăнмалли иккĕмĕш шанăç» («Второй шанс – дорога домой») фестиваль иртет. Ăна тăватă ураллă çăмламас туссене халалланă.
 
Фестиваль вăхăтĕнче приютри килсĕр чĕрчунсемпе паллашма май пур . Çавăн пекех кунта «Мана киле илсе кай» акци иртмелле. Çак акцие хутшăнса эсир çемье валли çĕне тус тупма пултаратăр.
 
Программăна «Ыркăмăллăх коробки» акци те кĕртнĕ – эсир чĕр чунсем валли кирлĕ япаласем илсе килме пултаратăр. Кунтах хулари «Урал Батыр» наци культурисен керменĕнчи артистсен пултарулăхĕпе паллашма пулать. Аквагрим вырăнĕсем йĕркелĕç, ал ĕç ăстисен ярмăркки ĕçлĕ, спонсорсем хатĕрленĕ парнесене выляттарĕç.
 
«Ыркăмăллăх хăвăнтан пуçланать, çут тĕнчене хитререх те ырăрах тăвас тесен фестивале хутшăнма йыхравлатпăр», - теççĕ уява йĕркелекенсем.
0+


Пĕр ертÿçĕ виçĕ ял хутлăхĕн ветеранĕсене савăнăç парнеленĕ
 
Раççейре Ваттисен кунне (халĕ ăна Аслă ăрури çынсен кунĕ те теççĕ) 1992 çултан пуçласа паллă тăва пуçланă. Интернетри çăлкуçсем палăртнă тăрăх, çак категорие 60 çул урлă каçнă çынсем кĕреççĕ.
 
Кăçал та çак паллă кун  общество тимлĕхĕсĕр юлмарĕ. Кашни ял-хуласенче уяв мероприятийĕсемпе кану каçĕсем иртрĕç, пĕрле пухăнса вĕри чей ĕçрĕç, чылай предприяти коллективĕсем аслă ăру çыннисене кучченеçсемпе сăйларĕç. Паллах, кунта вăл е ку хуçалăха  ертсе пыракансенчен нумай килет. Вĕсен ыркăмăллăхĕпе тимлĕхĕ, иртнине хаклама пĕлни малти вырăна тухса тăрать.
 
 Авăркас районĕнчи «Салават» КФХ ООО пуçлăхĕ Василий Федоров шăпах çавăн пеккисен шутĕнче. Вăл пулăшнипе виçĕ ял Канаш хутлăхне кĕрекен (Нукасак, Треппел, Чăваш Хурамал) ялсенчи ветерансене сума суса парнесем уйăрса панă. Сăмах май каласан, çак пархатарлă пулăм пĕрремĕш хут мар пурнăçланать, ăна ытти çулсенче те йĕркеленĕ.
 
Паллах, парнепе пĕрле ватă çынна ăшă сăмах калани те мĕне тăрать. Аслă ăру çыннисем хуçалăх ертÿçине тата тимлĕх уйăрнă кашни ял хутлăх администрацийĕсен тата культура ĕçченĕсене тав тăваççĕ


Репост из: Радий Хабиров
Не перестаю восхищаться нашими «серебряными» волонтерами. Сегодня в моей рубрике #ЖЗЛ_Башкортостан расскажу об одной из них – лидере движения активного долголетия и Совета женщин Янаульского района, победителе Первой национальной профессиональной премии «Женщины НКО – 2026» Ильсияр Проскуряковой.

Команда под руководством Ильсияр Кавиевны воплотила в жизнь уже 15 проектов при поддержке Фонда президентских грантов и Фонда нашей республики.

Вместе они выезжают с агитбригадами в села района, помогают семьям наших защитников – участников СВО, проводят в школах и общественных пространствах «ретропеременки» и мастер-классы для детей. А еще навещают подопечных Дома социального обслуживания «Батыр». Нынешней осенью, собрав урожай, привезли им сезонные продукты. Заодно здорово провели время за настольными играми.

Удивительно, но здесь есть даже династии волонтеров. С бабушками и дедушками приходят внуки, вместе готовят теплые посылки нашим бойцам, выступают на сцене, выезжают на природу.

А еще 2024 году эта замечательная команда взяла Гран-при на фестивале «Башкирское долголетие».

От души поздравляю Ильсияр Кавиевну и всех «серебряных» волонтеров с прошедшим Днем пожилых людей. Желаю крепкого здоровья на долгие годы!


Иртнине паянхипе çыхăнтаракан «кĕпер» хуçи

Петр Иванович 1956 çулхи сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралнă. Йăмранри сакăр класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри 1№ медицина училищинчи фельдшерсен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта тăватă çул тăршшĕ, 1972-1976 çулсенче, пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн икĕ çул Карабашри фельдшер пунктĕнче заведующий пулса ĕçленĕ. 1976-1978 çç Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă.

Çартан таврăннă хыççăн Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн стоматологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта 1978-1983 çулсенче професси ăсталăхне туптанă. Институтра вĕреннĕ çулсенче ăна «Лайăх вĕреннĕшĕн» паллăпа чысланă. «Медикс» институт хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. Вĕреннĕ вăхăтра куçăн мар мелпе халăх ÿнер искуствин фото тата киноискусство факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

Ĕç биографине 1983 çулта пуçланă. 1983-1988 çулсенче Ĕпхÿ хулинчи 3-мĕш ача-пăча стоматологи поликлиникинче шăл тухтăрĕ, 1988-1991 çулсенче Пушкăрт патшалăх медицина университетчĕн ортопеди стоматологийĕн кафедринче ассистент пулса ĕçленĕ.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/


Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра Ватӑсен кунне халалласа концерт иртрĕ. Ҫак кун аслӑ ӑрушăн тимлӗх уявӗ пулса тӑчӗ.
Сумлă ватăсене уяв ячӗпе Ярмулай ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Николай Миронов ӑшшӑн саламларӗ, ĕçлĕ пурнăçĕсенче Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулнăшăн тав турӗ.
Сцена ҫинче пултаруллӑ артистсем ватăсене асран кайми музыка саманчӗсем парнелерӗҫ. Залри çынсем чӗрене пырса тивекен пурнӑҫ, туслӑх тата юрату ҫинчен ҫырнӑ юрӑсемпе киленме пултарчӗҫ. Ташӑ композицийӗсем кӑмӑл-туйӑма çĕклерĕç. Тивĕçлĕ канури çынсем ташлакансен кашни хусканӑвне хаваспах сӑнарӗҫ, алă çупрĕç. Артистсем хатĕрленĕ кулӑшла сценка вара куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ, концертӑн хаваслă саманчӗ пулса тӑчӗ.
Концерт программи ватӑсемшӗн чӑн-чӑн парне тата тимлӗхпе хисеплĕх уявĕ пулчĕ.


Вун саккăрти каччă вăрласа тарнă автомобиле çунтарса янă
 
Республикăри Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав тата Кармаскалă районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем автомобиль вăрласа каякан тата ăна вут хыптаракана тытса чарнă. Вăл 18 çулхи çак тăрăхра пурăнакан çамрăк пулнă, каччă хăйĕн айăпне йышăннă.
 
Полици ĕçченĕсен версийĕ тăрăх, усал шухăшлă çын çĕрле ял варринче «ВАЗ -2106» автомобиль асăрханă. Хурçă утăн алăкĕсем уçă пулнă, унсăр пуçне зажигани уççи те вырăнтах çакăнса тăнă. Çакăнпа усă курса вăл ярăнса çÿреме шут тытнă, анчах та çав вăхăтра аллинчи сигарет тухса ÿкнĕ, автомобиль çунма пуçланă. Вут-çулăма сÿнтерме хăтланса пăхнă, çапах та усси пулман. Çакăн хыççăн каччă вырăнтан тарса çухалнă. Çунса кĕлленнĕ автомобиле ăна вăрласа кайнă вырăнтан 8 çухрăмра тупнă.
 
Пакунлă çынсем айăплакан тĕлĕшпе вăрласа кайнă тата пурлăха маларах палăртса тĕп тунă статьясемпе уголовлă ĕç пуçарнă.


Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çар госпиталĕ валли япаласем пухас енĕпе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ.

Акцие Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Ляйсан Гибатова ертсе пынипе йĕркеленĕ. Ырă ĕçе Тÿртÿллĕ ялĕнчи «Тÿртÿллĕ управçи» («Оберег Дюртюлинский», ертÿçи - Разифа Никифорова) волонтер клубĕн пайташĕсем пысăк тÿпе хывнă.

Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакансем хăйсен паттăр ентешĕсене пулăшас енĕпе чăн-чăн уçă кăмăл, тăрăшулăх кăтартнă. Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ ыркăмăллăх акцийĕ ирттерме сĕнсен ăна ялти мĕнпур хастар пулăшнă. Тÿртÿллĕсем ятарлă çар операцийĕн хастарĕсене пĕрремĕш çул çеç пулăшмаççĕ, вырăнти волонтерсен клубĕ çĕршер метр маскировка сечĕсем, икçĕр ытла блиндаж çурти, çĕршер мăшăр хурăн милĕкĕ çыхса фронта ăсатнă, вуншар посылка пухнă. Ĕç малалла пырать.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/


Репост из: Радий Хабиров
Поздравил депутатов Совета города Уфы шестого созыва с началом работы. Горожане оказали им высокое доверие, и теперь очень важно его оправдать. Уверен, что Горсовет станет площадкой, где будут рассматриваться реальные дела и приниматься реальные решения – обязательно с опорой на мнение наших жителей.

Главной задачей, которая стоит перед командой города, остается поддержка участников СВО и их семей. Вместе со всей республикой и со всей страной мы продолжим делать все для Победы. 

При этом важно продолжить курс на развитие нашей любимой столицы. В городе много проблем, решения которых ждут наши жители. Есть вопросы с социальными объектами, инфраструктурой. Нам есть куда расти. В 2028 году Уфа примет саммит ШОС – указ об этом подписал наш Президент Владимир Владимирович Путин. Скажу, что мы уже сейчас начинаем серьезно готовиться к этому большому событию мирового уровня. 

Сегодня депутатский корпус вновь избрал Марата Васимова председателем Горсовета. Он опытный руководитель, который достойно показал себя на этой должности. От души поздравляю Марата Васфиевича и желаю ему удачи. А всей управленческой команде – слаженной, спокойной и конструктивной работы на благо Уфы и уфимцев.


Республикăра тата тăватă модельлĕ библиотека пулĕ
2027 çулта регионта «Çемье» наци проекчĕпе тăватă модельлĕ библиотека йĕркелĕç.
Пушкăртстанри Культура министерствинче çĕнĕ библиоткăсене Ĕпхÿ хулинче, Зилаир, Бурай тата Илиш районĕсенче йĕркелессине пĕлтернĕ. Вĕсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан, оборудовании туянĕç, кĕнеке фондне çĕнетĕç, сывлăх çитменлĕхĕсем пур вулакансем валли кирлĕ условисем тăвĕç.


Çтерлĕри шкул ачи лавккара 13 тетте вăрланă
Çтерлĕ хулинче полици ĕçченĕсем ача-пăча лавккинче тавар вăрлакана тытса чарнă. Вăл шкул ачи пулса тухнă.
Хĕр ача пурĕ 13 тетте вăрланă, суту-илÿ учрежденине 8200 тенкĕлĕх сăтăр тунă. Унсăр пуçне 20 теттене сиен кÿнĕ. Çапла майпа 10 пин тенкĕлĕх тăкак тунă.
Шкул ачи хăй закона хирĕçле ĕç тунине йышăннă. Хальхи вăхăтра вăрлав пулăмĕ пирки тĕрĕслев пырать, ун хыççăн йĕрке хуралçисем процессуаллă йышăну тăвĕç. Хальлĕхе çамрăка çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подрозделенинче профилактика учетне тăратнă.
Юрий СНЕГОПАД.


Санитари авиацийӗ пилӗк пациента Ĕпхÿ хулине илсе ҫитернӗ

 
Пушкӑртстанри сывлӑх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин ПР правительствинче иртнӗ оперативлӑ канашлура регионти больницӑсемпе васкавлӑ пулӑшу ĕçĕ ҫинче чарăнса тăнă.

 Кĕскен каласан система питӗ лайӑх пурнӑҫланать. Пӗр эрнере васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсен 94 проценчĕ чирлĕ çынсем патне 20 минутра килсе çитме ӗлкӗрнӗ. Васкавлă пулăшу ыйтса шăнкăравланисем 18 пине яхӑн пулнине шута илсен ку питӗ лайӑх кӑтарту.
Тĕплĕнрех пĕлме - ursassi.ru/


Пурнăç çулĕ çинче çур ĕмĕр симĕс çутă çуннă

 П
елепей районĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакан Анатолий Николаевичпа Людмила Ефремовна Овчинниковсен çулталăк вĕçĕнче пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитет. Мăшăрăн шăпинче паллă кунсем пур: иккĕшĕ те 1952 çулхи октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă, 1960 çулта Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи шкула пĕрремĕш класа кайнă, 1976 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. 

 Людмила Ефремовна Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче, Анатолий Николаевич Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Вăхăт иртсен арçын ачан ашшĕпе амăшĕ Ярмулай ялне таврăннă.

 Шкул çулĕсем хăвăрт иртсе кайнă. Çамрăксем пĕр-пĕринпе студент çулĕсенче кăсăкланма пуçланă: Людмила Пелепейри педагогика училищинче, Анатолий ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те канмалли кунсенче тăван килĕсене таврăнса çÿренĕ, ялти клубра тĕл пулнă, туслашма пуçланă.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

Показано 20 последних публикаций.