КАМ-ШИ ВӐЛ ИВАН МУЧИ?🤔
✔️ Ҫакна пӗлес тесен Чӑрӑшкасси шкулне ҫитме тӑрӑшмалла. Унти 6 класра вӗренекенсем шкулти музейри Иван Мучие халалланӑ стендпа хаваспах паллаштарӗҫ. Паян Лёня Пучков тата Кирилл Алангов паллӑ сатирикӑн, артистӑн, "Капкӑн" журнал редакторӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.
🔥 Иван Мучи пирӗн тӑрӑхра, кӳршӗллӗ Тойтерек ялӗнче авӑнӑн 29- мӗшӗнче 1895 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл пирӗн мухтавлӑ ентешсенчен пӗри, чӑннипех мухтава тивӗҫ!
📚 Чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче те курмалли, пӗлмелли нумай. Кунта ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулсенчи "Капкӑнсене" тишкерчӗҫ, Иван Ивановича халалланӑ сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсене пӑхса тӗлӗнчӗҫ, ҫавӑн пекех "Иван Мучи— кулӑш ӑсти" ятлӑ стена хаҫачӗпе те паллашрӗҫ.