MXStat
MXStat
Введите текст для поиска
Расширенный поиск каналов
  • Вход на сайт
  • Каталог
    Каталог каналов Региональные подборки Поиск каналов
    Добавить канал
  • Рейтинги
    Рейтинг каналов Рейтинг публикаций
    Рейтинги брендов и персон
  • Аналитика
  • Поиск по публикациям
  • Мониторинг Max
БУ РКД Чувашии

30 Sep, 11:57

Открыть в Max Поделиться

06:00
Видео недоступно для предпросмотра
Смотреть в Max
Кашни ҫеккунт шутра чухне вӗсем ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшаҫҫӗ
Чӑваш Енре 6-мӗш ҫул санитари авиацийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта "ҫунатлӑ транспорт" инҫетри округсенчен пӗтӗмпе 500 яхӑн ҫынна республикӑри клиникӑсене илсе ҫитернӗ.

Инфаркт, инсульт пулсан е йывӑр суранлансан - кашни ҫеккунт шутра. Ҫакӑн пек чухне пациента пӗрремӗш пулӑшу кӳнипе пӗрлех ятарлӑ медицина учрежденине хӑвӑрт ҫитерни пӗлтерӗшлӗ. Хаклӑ вӑхӑта санитари авиацийӗ перекетлеме пулӑшать. Медицина вертолечӗ ахаль транспорт кӑна мар, вӑл "ҫунатлӑ васкавлӑ пулӑшу". Ӑна лару-тӑру питӗ кӑткӑс чухне кӑна чӗнсе илеҫҫӗ. Ҫапла нумай пулмасть санитари авиацийӗ миокард инфаркчӗ пулнӑ арҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Пациента Улатӑртан Шупашкара хӑвӑрт ҫитернӗ, больницӑра ӑна тухтӑрсем ҫав кунах операци тунӑ. Ҫапла ҫунатлӑ транспорт чылай ҫынна тулли пурнӑҫпа пурӑнма шанӑҫ парать. Авиамедицина ушкӑнӗнче тӑватӑ ҫын - пӗтӗмпех арҫынсем. Ҫакӑ ӗҫ ҫӑмӑл мар пулнипе ҫыхӑннӑ. Тухтӑрсен чирлисене наҫилккӑпа йӑтма тивет, вӗҫев вӑхӑтӗнче кабинӑра силлеме те пултарать.

"Ансат" ятлӑ вертолета хальхи йышши сиплев хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Кунта пациента пулӑшу памалли йӑлтах пур. Авиамедицина ушкӑнне кирек хӑш вӑхӑтра та чӗнсе илме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем яланах хатӗр тӑраҫҫӗ. Пациентӑн диагнозӗ пирки тухтӑрсене ҫула тухас умӗн пӗлтереҫҫӗ.

Санитари авиацийӗ Чӑваш Енре 6-мӗш ҫул "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлет.

Кӑҫал Чӑваш Енре вӗҫевсем валли 45 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ, тепӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарнӑ. Авиамедицина ушкӑнӗ кунне виҫӗ хут та ҫула тухма пултарать. Пациентӑн малашлӑхӗ вӗсен аллинче пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та яваплӑха туйса хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ вӑхӑтра ҫунатлӑ транспорт малалла та тӳпене ҫӗкленсе йывӑрлӑха лекнисене ҫӑлма васкӗ.

77 1
Каталог
Каталог каналов Подборки каналов Поиск каналов Добавить канал
Рейтинги
Рейтинг каналов Max
Контакты
Написать в Max Написать в Telegram Написать на почту
Всякая всячина
Пользовательское соглашение Политика конфиденциальности
Наши каналы
MXStat в Telegram MXStat в Max
Наши боты
MXAuthBot MXAnalyticsBot
Made by TGStat