Вун саккăрти каччă вăрласа тарнă автомобиле çунтарса янă
Республикăри Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав тата Кармаскалă районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем автомобиль вăрласа каякан тата ăна вут хыптаракана тытса чарнă. Вăл 18 çулхи çак тăрăхра пурăнакан çамрăк пулнă, каччă хăйĕн айăпне йышăннă.
Полици ĕçченĕсен версийĕ тăрăх, усал шухăшлă çын çĕрле ял варринче «ВАЗ -2106» автомобиль асăрханă. Хурçă утăн алăкĕсем уçă пулнă, унсăр пуçне зажигани уççи те вырăнтах çакăнса тăнă. Çакăнпа усă курса вăл ярăнса çÿреме шут тытнă, анчах та çав вăхăтра аллинчи сигарет тухса ÿкнĕ, автомобиль çунма пуçланă. Вут-çулăма сÿнтерме хăтланса пăхнă, çапах та усси пулман. Çакăн хыççăн каччă вырăнтан тарса çухалнă. Çунса кĕлленнĕ автомобиле ăна вăрласа кайнă вырăнтан 8 çухрăмра тупнă.
Пакунлă çынсем айăплакан тĕлĕшпе вăрласа кайнă тата пурлăха маларах палăртса тĕп тунă статьясемпе уголовлă ĕç пуçарнă.