MXStat
MXStat
Введите текст для поиска
Расширенный поиск каналов
  • Вход на сайт
  • Каталог
    Каталог каналов Региональные подборки Поиск каналов
    Добавить канал
  • Рейтинги
    Рейтинг каналов Рейтинг публикаций
    Рейтинги брендов и персон
  • Аналитика
  • Поиск по публикациям
  • Мониторинг Max
Чувашская газета "Урал сасси"

3 Oct, 11:25

Открыть в Max Поделиться

Prev Next
Пĕр ертÿçĕ виçĕ ял хутлăхĕн ветеранĕсене савăнăç парнеленĕ
 
Раççейре Ваттисен кунне (халĕ ăна Аслă ăрури çынсен кунĕ те теççĕ) 1992 çултан пуçласа паллă тăва пуçланă. Интернетри çăлкуçсем палăртнă тăрăх, çак категорие 60 çул урлă каçнă çынсем кĕреççĕ.
 
Кăçал та çак паллă кун  общество тимлĕхĕсĕр юлмарĕ. Кашни ял-хуласенче уяв мероприятийĕсемпе кану каçĕсем иртрĕç, пĕрле пухăнса вĕри чей ĕçрĕç, чылай предприяти коллективĕсем аслă ăру çыннисене кучченеçсемпе сăйларĕç. Паллах, кунта вăл е ку хуçалăха  ертсе пыракансенчен нумай килет. Вĕсен ыркăмăллăхĕпе тимлĕхĕ, иртнине хаклама пĕлни малти вырăна тухса тăрать.
 
 Авăркас районĕнчи «Салават» КФХ ООО пуçлăхĕ Василий Федоров шăпах çавăн пеккисен шутĕнче. Вăл пулăшнипе виçĕ ял Канаш хутлăхне кĕрекен (Нукасак, Треппел, Чăваш Хурамал) ялсенчи ветерансене сума суса парнесем уйăрса панă. Сăмах май каласан, çак пархатарлă пулăм пĕрремĕш хут мар пурнăçланать, ăна ытти çулсенче те йĕркеленĕ.
 
Паллах, парнепе пĕрле ватă çынна ăшă сăмах калани те мĕне тăрать. Аслă ăру çыннисем хуçалăх ертÿçине тата тимлĕх уйăрнă кашни ял хутлăх администрацийĕсен тата культура ĕçченĕсене тав тăваççĕ

84 3
Каталог
Каталог каналов Подборки каналов Поиск каналов Добавить канал
Рейтинги
Рейтинг каналов Max
Контакты
Написать в Max Написать в Telegram Написать на почту
Всякая всячина
Пользовательское соглашение Политика конфиденциальности
Наши каналы
MXStat в Telegram MXStat в Max
Наши боты
MXAuthBot MXAnalyticsBot
Made by TGStat