Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи ача сачĕн алăкĕсем çĕнĕрен уçăлчĕç. Тĕпрен юсанă хыççăн вăл анлă та хăтлă курăнать, çутă та ăшă тĕссем куçа илĕртеççĕ.
Ача сачĕн чÿречисене, тăррине улăштарнă, мал енне çĕнетнĕ, ăшне тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне çурт çумĕнчи территорине асфальт сарма пысăк укçа уйăрнă, резина сийлĕ ача-пăча вылямалли лаптăк тунă. Кухня оборудованине, пир-авăра пĕтĕмпех çĕннипе улăштарнă, сĕтел-пукана та çĕнетнĕ. Вĕрентÿ процесне кирлĕ шайра йĕркелеме оргтехника, тĕрлĕ сĕтел çи тата ăс-тăна аталантармалли вăйăсем туяннă.
Ырă кăмăллă спонсорсем пулăшнипе ача сачĕ юмахри çурта аса илтерет. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов уçрĕ. Вăл хăнасене, мероприятие килнисене саламларĕ, ача садне юсаса çĕнетме нумай вăй-хал, укçа-тенкĕ хывнă спонсорсене, «Башнефть» компание тав турĕ, ку çитĕнекен ăрушăн хывнă пысăк тÿпе пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне подрядчиксене, ĕçченсене, ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/