Пуçăма таятăп санăн умăнта, вĕрентекенĕм!
Шкула, юратнă вĕрентекенĕмĕрсене аса илмен çын çук та пулĕ. Паян сире чаплă çын, пултаруллă учитель çинчен каласа парасшăн. Ял урамĕ тăрăх лутра пÿллĕ, пичĕ çинче йăл кулă палăракан хĕрарăм утать. Ку вăл – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Василя Михайлова. Ăна пурте пĕлеççĕ, паллаççĕ, пуç таяççĕ, сывлăх сунаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕр ăрăва кăна мар пĕлÿ панă. Василя Галиулловна – пултаруллă вĕрентекен, ырă та уçă кăмăллă çын, шанчăклă тус, алă ăсти. Вăл çĕлет, çыхать, тутлă апат пĕçерет.
Василя Галиулловна кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Ăна чылай çул каялла шкултан вĕренсе тухнисем те манмаççĕ, юратнă вĕрентекенĕ патне чечексемпе, парнесемпе килеççĕ. Вăл хăй те парне тума юратать, унăн яланах кашнин валли ăшă та ырă сăмах тупăнать. Чăн-чăн педагог çеç кирлĕ сĕнÿсем пама пултарать. Вăтăр икĕ çул хушши Тимеш ял шкулĕнче математика предметне вĕрентрĕ.
– Вăл юратнă актриса евĕрччĕ. Тен, мана çапла туйăннă пулĕ. Пирĕн класс тин çеç педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк математика вĕрентекенне йышăнчĕ. Ун патĕнче вĕренме тÿр килнисене пурне те ăнăçрĕ. Пирĕн шкула вара – икĕ хутчен. Шкултан вĕренсе тухни нумай çул иртрĕ пулин те час-часах тăван шкулта ирттернĕ вăхăтсене аса илетĕп. Кÿренÿсем, сивĕ сăмахсем, ăнланманлăхсем аса килмеççĕ. Эпир шкул программинчи предметсене çеç вĕренмен, этемлĕхĕн ĕмĕрхи хаклăхĕсене (туслăх, шанчăклăх, пĕр-пĕрне пулăшасси) ăша хывса ÿснĕ, – аса илет Василя Галиулловнан вĕренекенĕсенчен пĕри.
Тĕплĕнрех пĕлме -
https://ursassi.ru/